Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2013 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2014 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.
Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.
Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.
Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача пахчисене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.
Ҫапла ҫирӗппӗн те уҫӑмлӑн калама, хамӑр сассӑма пама сӑлтавӗ те пур пирӗн. Чӗрӗк ӗмӗр пурӑнатпӑр, тӑрӑшатпӑр, малалла утатпӑр вӗт эпир. 1989 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ. Ҫак кун Трак тӑрӑхӗнчи пултарулӑх лаҫҫинче вӑй хуракансемшӗн, сӳнми ҫӑлтӑр евӗр, нихӑҫан манӑҫми кун пулса юлчӗ.
Тӗрӗссипе, историн анлӑ ҫул-йӗрӗнче Красноармейски районӗнче Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) ячӗпе хисепленекен культурӑпа ӳнер тата литература пӗрлӗхӗ чӑмӑртанни тӑван республикӑра — Чӑваш Енре ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлчӗ тесшӗн эпӗ. Чӑн малтанах ӑна йӗркелеме, пӗрремӗш утӑма ҫирӗппӗн ярса пусма ӑс-хакӑл, вӑй-хал тата, ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас тенешкел, анлӑ шухӑш-пуҫарӑва ҫутта кӑларма ҫине тӑнӑ ентешӗмсене ят-хушаматранах асӑнассӑм килет. Ҫав хастар йышра пӗрремӗш ретре халӗ Красноармейскинчи вӑтам шкулта ҫамрӑк ӑрӑва чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗлӳ паракан, Ҫырмапуҫ Карайра ҫуралса ӳснӗ, мӗн ачаранах фольклор тӗнчине парӑннӑ патвар шӑмшаклӑ, ҫирӗп утӑмлӑ, чӑн-чӑн чӑвашлӑхшӑн чун-чӗре уҫҫипе ҫунакан Виталий Михайлович Михайлова палӑртасшӑн.
Раштавӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ кӗҫнерникун Красноармейскинче «Хальхи тапхӑрта чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси тата аталантарасси: ҫивӗч ыйтусем тата малашлӑх» темӑпа конференци иртнӗ. Конференцие пирӗн ентеш, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Трак ен ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Николаевич Львов, «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество организацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн председателӗ Геронтий Лукиянович Никифоров, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ, Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Юлия Елисеевна Анисимова, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ҫыруҫи Лариса Валерьевна Анисимова, Республикӑра тухса тӑракан «Самант» журнал редакторӗ Владимир Васильевич Степанов, районти шкулсемпе ача сачӗсен ертӳҫисем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, ЧНКан Красноармейскинчи уйрӑмӗн пайташӗсем хутшӑнчӗҫ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ ялсене тухса ҫӳресе халӑха савӑнтарасси йӑлана кӗнӗ. Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗн культура ҫуртне Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ.
Концерт халӑх пултарулӑхӗн уйӑхлӑхӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ. Ҫапла майпа ку тӑрӑхрисем Культура ҫулталӑкне пӗтӗмлетсе ӑна хупнӑ.
«Шурӑмпуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗн ӳнер ертӳҫи — Луиза Митрофанова, аккомпаниаторӗ — Илья Степанов.
Концертра сцена ҫинче юрӑсем, такмаксем, шӳтсем янӑранӑ, ташланӑ. Куракансем вӗсен пултарулӑхӗпе киленсе мӗн концерт вӗҫленичченех хыттӑн алӑ ҫупнӑ.
Сӑнсем (9)
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл 8-мӗш хут йӗркеленнӗ.
Кӑҫал унта 16 пике хутшӑннӑ. Малтан конкурсҫӑсене ЧНК президенчӗ Николай Угаслов саламланӑ, унтан ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, пӗлтӗрхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Алиса Чайникова сӑмах илнӗ.
Пӗрремӗш конкурсра пикесем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем куракансене хӑйсене сцена ҫинче хӑюллӑн тытма пӗлнипе, ҫепӗҫ чӗлхипе тыткӑнланӑ. Тепӗр конкурсра пикесем анлӑ тавракурӑмлӑ пулнипе тӗлӗнтернӗ. Хӗрсем республикӑри хула ячӗсене те, чӑваш гимнӗн авторӗсене те, чӑваш театрне кам пуҫарнине те, чӑвашсен ӗлӗкхи календарьне те пӗлнӗ. Тӗрӗссипе, ыйтусем йывӑрах та пулман. Ҫапах такӑнакан та тупӑннӑ. Пӗр пике «ӑраскал» сӑмах пӗлтерӗшне пӗлеймен, тепри чӑвашсен этнографи ушкӑнӗсене калайман.
Пултарулӑх конкурсӗнче пикесем чӑваш ташшине те, тангӑна та ташланӑ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Акӑ Трак тӑрӑхӗнчен килнӗ Мария Козлова «Илеймӗн телее укҫа парса» сӑвӑ вуланӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Зоя Михайлова Хусанкайӑн «Таня» поэмин сыпӑкне пӑхмасӑр каланӑ.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Красноармейски шкулӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ.
Унта Красноармейски районӗн шкулӗсенчи 7–10 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Тӑхӑр шкултан пуҫтарӑннӑ 24 вӗренекен хӑйсен сӑвӑ вулас ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Юратнӑ поэтӑмӑра чысласа ирттерекен уява районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ И.М.Федорова уҫрӗ. Вӑл ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, конкурсӑн тӗллевӗпе, кун йӗркипе паллаштарчӗ. Кун йӗрки вара чӑннипех те пуян пулчӗ. Чи малтанах асӑннӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен З.П.Михайлова «Ҫеҫпӗл Мишши ачалӑхӗ, шухӑш-ӗмӗчӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, пултарулӑхӗ» ятлӑ мультимедилле презентаципе паллаштарчӗ, сӑвӑҫ ачалӑхӗнчи хӑш-пӗр интереслӗ самантсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ун хыҫҫӑн поэтӑн Теччӗре тата Шупашкарта пурӑннӑ тапхӑрӗсене Упи шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ В,В.Васильева ҫутатса пачӗ. Ун сӑмахӗсене Упи шкулӗн вӗрентекенӗсем инсценировка кӑтартса ҫирӗплетсе пачӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишшин Крымри тата Украинӑри пурнӑҫӗпе Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхи, обществознани, право, экономика предмечӗсене вӗрентекен В.
Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Красноармейски районӗнчи краеведени музейӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа «Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчинче ӑсталаннӑ Трак ен ҫи-пуҫӗ» темӑпа ал ӑстисен куравӗ уҫӑлчӗ. Чаплӑ курав тесен те йӑнӑш пулмӗ. Курава тӑратнӑ кашни экспонат куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Асатте-асаннесен авалхи ҫи-пуҫӗнчен пуҫласа паянхи илемлӗ тумтир таранах паллашма пулать унта. Ҫавсене йӑлтах халӑх алли ӑсталанӑ, тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те.
Музей ӗҫченӗ Валентина Аркадьевна Тихонова Трак енри ал ӑстисемпе калаҫса, кашни япалишӗн яваплӑха хӑй ҫине илсе ҫак курава йӗркелеме пултарнӑ. Экспонатсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ вӑл: эстетика тӗлӗшӗнчен те паха, содержани енчен те пуян.
Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи Виталий Петров урамне кӗрлӗ-ҫурлӑ ҫанталӑкра кӗрсе тухасси хӗн пулнӑ. Ҫак уйӑхӑн пӗр кунӗнче унта пурӑнакансем кар тӑрса урама хӑтлӑх кӗртме тухнӑ. Вӗсем никама шанмасӑр хӑйсен вӑйӗпе урама тирпейленӗ, машинӑпа кӗрсе тухмалла тунӑ.
Роберт Николаев тата Владимир Афанасьев хӑйсен машинисемпе ваннӑ кирпӗч кӳрсе килнӗ. Владимир, Галина тата Дмитрий Никифоровсем, Дмитрий Ришко, Сергей тата Маргарита Александровсем, Вадим Гурьев, Александр тата Владимир Петровсем, Александр Христофоров, Николай Николаев ҫула тикӗсленӗ.
Сӑнсем (8)
Юпан 17-мӗшӗнче каҫхине пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑ май электролинисем пӑрланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте татӑлнӑ. Ҫавна май Чӑваш Енри темиҫе муниципалитет электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Электричество Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сӳннӗ. Юпан 18-мӗшӗнчи кӑнтӑрла тӗлне Элӗк, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ҫеҫ электричество пулман. Унти 47 ялта 4036 ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав йыша виҫӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи кӗнӗ.
Авари пулнӑ вырӑнсенче Инкеклӗ лару-тӑру тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ.
Шӑматкун, юпан 18-мӗшӗнче, Раҫҫейри парламентаризм 110 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисемпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи Упи ялӗнче Яков Абрамов палӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Яков Абрамович — Раҫҫей Империйӗн Патшалӑх Думин депутачӗ.
Вӑл 1873 ҫулта Упи ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, ялти чиркӳ прихучӗн шкулне пӗтернӗ. 1906 ҫулта ӑна Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ. Ҫав ҫулах вӑл Хусанта йӗркеленнӗ чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн «Хыпарӑн» корреспонденчӗ пулнӑ.
2011 ҫулта, Раҫҫейри парламентаризм 105 ҫул тултарнӑ чухне, Патшалӑх Думин пӗрремӗш чӑваш депутачӗн тӑван тӑрӑхне виҫӗ депутат — Алла Кузьмина, Вера Лекарева, Анатолий Аксаков килнӗ. Шӑп ҫавӑн чухне Яков Абрамов палӑкне лартас шухӑш ҫуралнӑ. Кӑштахран Упире унӑн палӑкне лартма, унӑн ячӗпе ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркелеме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |